Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тутарсем Пӳлӗре илни

Хура пӗлӗт хупӑрлать,
Ҫут ҫанталӑк хуралать,
Ҫиҫӗм ҫиҫет инҫетре,
Автать-кӗрлет асатте,
Килет пусать ҫил-тӑвӑл
Пур тусана тустарса.
Килет ҫаврать ҫавра ҫил
Шӑйи-шайи шӑхӑрса.
Хӑпӑл-хапӑл хыпаланса,
Пӗрне-пӗри систерсе,
Ҫӳрен, чупан чӗрӗ чун,
Пытан часрах кил-ҫурта!
Пӑрлӑ ҫумӑр, ҫил-тӑвӑл
Хир варринче пуссассӑн,
Аслӑ Турӑ-Пӳлӗхҫӗ
Пултӑр ҫавӑн виткӗҫӗ.
Тикӗс, лӑпкӑ пурӑнать
Чӑваш халӑх савӑнса.
Ӑна-куна уйламасть
Инкек-синкек ҫитессе.
Тискер инкек пуҫ ҫине
Анса ҫитнӗ темелле:
Тутар халӑх мал енчен
Куҫса килнӗ Азирен.
Юпа тӑрӑх вут вӗҫсе
Килчӗ ҫитрӗ, систерчӗ.
Сыхлав ҫынни килсе ӳкрӗ,
Хрушӑ хыпар каларӗ:
«Сӗм вӑрман пек сарӑлса,
Тӑшман килет шавласа,
Пуҫӗ-вӗҫӗ курӑнмасть,
Чикки-хӗрри пӗлӗнмест.
Килет малтан ҫул уҫса,
Ҫитни-пӗрне вакласа,
Пура-ҫука ҫунтарса.
Утлӑ тутар ҫаррисем
Килчӗҫ вӗсен хыҫӗнчен:
Ачи-пӑчи, арӑмӗсем,
Выльӑх-чӗрлӗх, тӗвисем,
Алла илнӗ чурисем.
Тискер, усал пичӗсем
Хура хӗрлӗ сӑран пек.
Илтмен-пӗлмен чӗлхисем
Хура курак сасси пек.
Хурал пӳртне ҫитсессӗн
Ҫӗмӗрчӗҫ те тӑкрӗҫӗ.
Манӑн ҫивчӗ юлташсем
Паттӑр вӑрҫса вилчӗҫӗ».
Ҫиҫӗм ҫиҫнӗ евӗрлӗ,
Пӗр вӗҫӗнчен тепӗрне
Хрушӑ хыпар саланчӗ
Чӑваш халӑх хушшине.
Ҫивчӗ чӑваш ҫаррисем
Ҫав хыпара илтсессӗн
Пухӑнчӗҫӗ пӗр ҫӗре —
Кайрӗҫ вӑрҫса тапранса.
Хӗрарӑмсем, ваттисем
Юлчӗҫ хула сыхлама,
Хула тавра хӳмине
Тепӗр чике хӑпартма.
Хули тавра ҫӗр алтса
Тарӑнлатса шыв ячӗҫ,
Вӑрттӑн тухан шӑтӑка
Ирӗклетсе хучӗҫӗ,
Ухӑ хулли, хӗҫ-сӑнӑ
Нӳхрепсенчен кӑларчӗҫ,
Ӗҫме-ҫиме таврашне
Хула варне пухрӗҫӗ.
Умри ҫарӗ малалла
Вӑрттӑн, шӑппӑн, ерипен
Пырать хирӗҫ тутара
Йышне-шутне илмешкӗн.
Чул ту урлӑ каҫсассӑн
Сыхлав ҫынни систерчӗ:
«Тутар инҫе мар, — терӗ, —
Шыв хӗрринче вӑл», — терӗ.
Тепӗри килсе хыпар турӗ:
«Пӑхрӑм, сӑнарӑм, ҫӳрерӗм —
Тӑшман шутне пӗлмерӗм,
Вӗҫне-хӗрне курмарӑм.
Вӑрман-ҫаран хӗррипе
Ҫӗрле шывпа антӑм та
Тӑшман ҫарӗ хушшинче
Виҫ кун выртрӑм сӑнаса.
Ҫӗрле тухса ҫӳрерӗм,
Кун ҫутинче пытантӑм,
Хӑмӑш витӗр сывласа
Выртрӑм шывра сыхланса.
Йышлӑ тутар ҫаррисем:
Пӗр чӑваша вун тутар,
Хӗҫӗ-уххи, сӑннисем
Пирӗннинчен каях мар.
Ытти ҫапӑҫ ӗмелӗ
Нумай йышлӑн курнаҫҫӗ.
Ахӑр, тутар халӑхӗ
Иртен халӑх пулмарӗ».
Чӑваш ҫарри ваттисем
Ҫав хыпара илтсессӗн
Сыхланарах ҫапӑҫма
Канаш турӗҫ хушӑра.
Сыхланарах вӑрҫнипе
Йышӗ-шучӗ сайралсан
Канӑҫ паман пиркипе
Тутар ҫарӗ ывӑнсан
Пӗтӗм вӑя вӑй парса
Касса, ватса, салатса
Ӑшаласса тӑшмана
Ӗмӗт хучӗҫ хушӑра.
Тепӗр кунне ирхине
Чӑваш икке уйрӑлчӗ:
Пӗри юлчӗ вырӑнта,
Тепри чакрӗ каялла.
Чӑнкӑ тусем хушшипе,
Типӗ ҫырма варрипе
Унтан-кунтан ҫаврӑнса
Выртать явӑнать ту ҫулӗ.
Ҫӳллӗ тусем хушшине
Чӑваш ҫарри ҫитрӗ те
Хӗсӗк тӗле суйласа
Ларчӗ шӑппӑн пытанса.
Юлнӑ чӑваш ҫаррисем
Ирхи апат тусассӑн
Тутар куҫне курӑнса
Вӑрҫӑ-ҫапӑҫ хускатрӗ.
Тутар ҫарри хирӗҫет,
Унтан-кунтан вӑл хӗсет,
Чӑваш ҫарне ҫавӑрса
Илме тӑвать шухӑшра.
Чӑваш чакать каялла,
Тутар пырать малалла,
Тусем-чулсем хушшине
Хуллен кӗреҫ хӗстерсе.
Тутар халӑх савӑнать
Чӑваша ҫӑмӑл хӗснӗшӗн.
Чӑваш ҫарри савӑнать
Тутар ҫӑмӑл килнӗшӗн.
Хӗсӗк ҫӗре ҫитрӗ те
Чӑваш ҫарри ҫук пулчӗ.
Тутар ҫарри тӑвӑнса
Пырса ҫитрӗ кӗрлесе.
Анчах... Кӗрс-мерс! кӗрлесе,
Шӑтӑр-шатӑр шартлатса,
Шайи-шайи! шӑхӑрса
Куҫрӗ анчӗ ту тӑрри.
Чулсем ҫӑваҫ анаҫҫӗ
Тутар ҫарӗ хушшине,
Вилеҫ, ҫухраҫ, хӗснеҫҫӗ
Аннӑ чулсем пуснипе.
Пуҫа лекет — пуҫ ҫурлать,
Миме сикет — сирпӗнет;
Мӑйӗ лекет — мӑй татлать,
Пуҫӗ сиксе ывтӑнать.
Ури хӗснет — йӑванать,
Хыҫри анса имерет —
Хӗрлӗ юнпа пӗвенсе
Выртаҫ чулсем хӗрелсе.
Кӗр-кӗрлесе чул анса,
Тусан тухса хӑпарса
Ҫапӑҫ ҫырми ҫийӗнче
Тӑрать тӗтре евӗрлӗ.
Хаяр тискер сасӑпа
Тутар-тӑшман кӑшкӑрни
Тусан витӗр ывтӑнса
Тухать ҫӳле хӑпарса.
Ҫӳлти чӑваш шавӗпе
Вӗсен сасси явӑнса
Тӗрлӗ ҫӗре саланса
Янра тӑрать ӳкӗрсе...
Часах чулпа витӗнчӗ
Тутар ҫарри ҫырмара.
Ҫапӑҫ сасси, шавлани
Вара пӗтрӗ, чарӑнчӗ.
Тутар халӑх хушшинчен
Тарса-туса пытанни —
Ҫакӑ чӑваш сӑйӗнчен
Сахал пулнӑ хӑтӑлни.
Ҫавӑ ҫапӑҫ пулнӑ-мӗн
Икӗ ҫырма хушшинче.
Ҫапӑҫ тунӑ халӑхсем
Парса хварнӑ ячӗсене.
Вырӑс чӗлхи-ҫварӗпе
Пӗрин ячӗ Татарка.
Тепри ҫӳрет пирӗн ятпа,
Унӑн ячӗ Чувашка.
Ҫав ҫырмасем инҫех мар,
Эпир пӗлнӗ вырӑнта
«Ылтӑн ҫӑвар» хули пур,
Ҫавӑ ларать ҫавӑнта.
Ту хушшинчи хыпара
Тутар ханӗ илтет те
Пӗтӗм вӑйне ҫӗклетсе
Ярать мала ҫапӑҫа.
Чӑваш ҫарне чакарса,
Чул ту ҫулне тасатса,
Тикӗс ҫӗре ку енне
Часах каҫаҫ кӗрлесе.
Тикӗс ҫӗре тухсассӑн,
Йышне-шутне курсассӑн,
Чӑваш ҫарӗ ваттисем
Тутар вӑйпе кар тӑрса
Ҫапӑҫ тума хӑймарӗҫ.
Вӗттӗн-вӗттӗн ҫапӑҫса
Унтан-кунтан чӗпӗтсе
Тутар йышне искӗтсе
Чакма хучӗҫ каялла.
Чӑваш паттӑр ачисем
Сисмен ҫӗртен — сасартӑк
Пыраҫ хуплаҫ тутара,
Касаҫ ваклаҫ тӑшмана.
Тепӗр чухне шыв урлӑ
Каҫармасӑр йытӑлаҫ,
Тутар пырсан вӑйпала
Ҫук пулаҫ те ҫухалаҫ.
Ӗрипенех хӗстерсе
Тутар килет малалла,
Пырса ҫитнӗ ялсене
Вутпа чӗртсе ҫунтарса.
Пӳлер хули яхӑнче,
Аслӑ улӑх варринче,
Чӑваш ҫарри пухӑнчӗ —
Вӑрҫӑ-ҫапӑҫ тапранчӗ.
Мӗншӗн кайӑк чупать-ши?
Мӗнрен кайӑк тарать-ши?
Мӗнрен вӗсем хӑраҫ-ши?
Мӗнрен сехри хӑпнӑ-ши?
Мӗншӗн ҫӗршыв ӳкӗрет-ши,
Хура вӑрман янрать-ши,
Вӗҫен кайӑк вӗҫет-ши?
Мӗнле сасах илтӗнет-ши?
Ҫавӑ сасӑ тухать-мӗн
Хура вӑрман хыҫӗнчен,
Аслӑ улӑх варринчен —
Тутар, чӑваш ҫапӑҫаҫ-мӗн.
Икӗ енчен ҫурансем
Ухӑ переҫ инҫетрен,
Ҫӗмрелҫӗсем шӑхӑртса
Яраҫ чулсем кӑларса.
Утлӑ ҫарӑ сиктерсе
Пырать ҫӗре чӗтретсе,
Тимӗр шӑртне кӑнтарса
Ывтӑнать тӑшман варрине.
Йӑлтӑр-ялтӑр тутарса,
Кукӑр хӗҫе ҫутатса
Ҫутӑ хӗвел ҫийӗнче
Килет тепӗри ҫул татса.
Тепӗри кистен-тукмакпа
Шӑлӗсене шарт ҫыртса,
Ҫил-тӑвӑл пек ҫаврӑнса
Ҫӳрет сиксе хушӑра.
Ҫивчӗ хӗҫӗ вӑнт! тӑвать —
Этем пуҫӗ ывтӑнать,
Алӑ сӑнни тӑрӑнать —
Кевте витӗр витерет.
Ухӑ сӑнни шӑхӑрать —
Этем ӳтне тӑрӑнать,
Кистен-тукмак ҫат! тӑвать —
Тӑшман пуҫӗ ҫурӑлать.
Ҫӗр чӗтрет, ҫӗр ӳкӗрет,
Чӑваш-тутар ҫапӑҫать —
Ҫӗр йӗпенет, хӗрелет,
Этем юнӗпе пӗвенет.
Касни-чикни аманса
Ҫӗрте выртать явӑнса,
Тапаланса йынӑшса
Тискер, хаяр кӑшкӑрса
Акӑ ӳкнӗ явӑнса
Пӗрне-пӗри ыткӑнса,
Мӑйне-пырне хӗстерсе
Выртаҫ иккӗн пӑвӑнса.
Вилни выртать купипе
Кӗпер сарри евӗрлӗ.
Хӗҫӗ, сӑнни, кистенӗ
Выртаҫ ҫавӑнтах ҫумӗнче.
Тӗтӗм анчӗ ҫӗр ҫине,
Ҫапӑҫ хрушне хупласа.
Ик тӑшмана ик енне
Уйӑрса хучӗ ҫӗрлене.
Касу-чикӳ нумай пулнӑ,
Касни-чикни те нумай,
Пӗрне-пӗри ҫӗнтерни
Анчах паллӑ пулмарӗ.
Ҫӗр тӗттӗмпе витӗнсе
Чӑваш ҫарри пухӑнчӗ,
Пухӑнчӗ те шут илчӗ
Сывӑ юлнӑ ҫаррине.
Пӑхса сӑнаса тухсассӑн,
Нумайӑшӗ курӑнман:
Пирӗн чӑваш халӑхӗ
Ҫапӑҫрӗ те сайралчӗ.
Вара вӗсем ҫавна кура
Таса хирте ҫапӑҫса
Ҫӗнтерессе тӑшмана
Шанӑҫ татнӑ пулмалла.
Аслӑ, чаплӑ Пӳлере
Хупӑнса ларса, питӗрӗнсе
Ҫапӑҫ туса хӑтӑлма
Тытнӑ шухӑш хушӑра.
Ирхи ҫил вӑр-вӑр тӑвать,
Йывӑҫ ҫулҫи лӑпӑртать.
Чӑваш ҫарри каялла
Чакса килет хулана.
Чӑваш хыҫҫӑн йӗрлесе
Килет тутар кӗрлесе,
Анчах чӑваш инҫетре —
Пырса ҫитнӗ Пӳлере.
Тутар ҫарри явӑнать
Пӳлер хули тавралла,
Унтан-кунтан пӑхкалать
Хула вӑйне сӑнаса.
Пӳлер хули тӗреклӗ —
Утса пырса кӗрес ҫук:
Юман хӳме тавралла —
Часах сиксе кӗрес ҫук.
Кӗтес сайран тӑваткӑл,
Унта тулли чӑмӑр чул, —
Ларать ҫӗмрел курӑнса
Хатӗр пеме-ывӑтма.
Хӳме умне алтса тухнӑ
Ҫын каҫайми канавсем,
Канав тулли тулса тӑнӑ
«Аслӑ кӳлӗ» шывӗсем.
Вӑрҫаҫ-ҫапӑҫаҫ тутарсем,
Хирӗҫ тӑраҫ чӑвашсем.
Вилӳ-пӗтӳ ытла та
Шутсӑр нумай хушӑра.
Пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ пек
Ҫӗмрел ывтать хӑй чулне,
Кайӑк-кӗшӗк вӗҫнӗ пек
Ухӑ ярать сӑннине.
Ҫӳхе хӑма витӗнсе
Ҫитрӗ тутар шыв патне,
Хӑйӑр-тӑпра тултарса
Каҫрӗ тарӑн канава.
Канав урлӑ каҫсассӑн
Тӗрлӗ тӗслӗ ӗмелсем
Туртса пырса лартрӗҫӗ
Хула хӳми ҫывӑхне.
Тимӗр пуҫлӑ пӗрене
Пырса-пырса сулланса
Кӗрӗс!.. кӗрӗс! тутарса
Ҫитсе ҫапать хӳмене.
Лектеркӗҫпе лектерсе
Хӳме ватаҫ ҫаклатса,
Тваткӑл ҫине тӑрнапа
Хпартаҫ этем пуркӑпа.
Персен-персен, ватсассӑн
Ватнӑ ҫӗртен кӗмешкӗн
Йышлӑн пыраҫ ушкӑнпа
Каҫса кӗме хулана.
Чӑваш перет ҫӗмрелрен,
Чӑваш пӗҫерет шывпалан,
Чӑваш касать хӗҫпеле,
Чӑваш чикет сӑнӑпа.
Тутар ӳкет чикӗнсе,
Тутар вилет пиҫӗхсе,
Тӑшман вилет купипе,
Ҫапах кӗрет вилӗме...
Куллен-кунах ҫаплалла
Тутар тӑрать ҫапӑҫса,
Ҫитет килет кӗскелсе
«Аслӑ хула» ӗмӗрӗ.
Юлашки куна курасса
Чӑваш халӑх хӑраса
Тата сатур тутарпа
Тытӑнаҫҫӗ ҫапӑҫма.
Куллен-кунах тутарсем
Хӗстереҫҫӗ хулана.
Куллен-кунах чӑвашсем
Ҫаралаҫҫӗ йышӑпа.
Куллен-кунах сулланса
«Ватан» ватать хӳмене,
Нумай ҫӗртен ватнипе
Йышӗ ҫитмест сыхлама.
Ҫитес кунсен тӑрӑшне
Тӑма хӑват пӗтнипе
Ятлӑ ҫынсем пухӑнса
Канаш тӑваҫ хушӑра.
Пухӑнса ларнӑ канашра
Тавлашаҫҫӗ тавлашса,
Мӗнле майпа хӑтласса
Ӗмел шыраҫ хушӑра.
Ватӑ тӑрса каларӗ
Тутар янӑ сӑмаха,
Халӑх шӑппӑн итлерӗ
Усал-тискер хыпара.
Тутар янӑ чӑваша
Ҫапла хыпар каласа:
«Ӳсен-ҫӳрен выльӑхран
Туса пулнӑ пурлӑхран,
Вӗҫен-ҫӳрен кайӑкран
Пулас-килес мулсенчен
Вуннӑшӗнчен пӗрине
Леҫсе тӑма тутара.
Тунӑ мулран ыйтнипе
Сахал пулнӑ тутара.
Тӗрлӗ чунран вуннӑшне
Татах ыйтнӑ каласа:
«Каччӑсенчен, хӗрсенчен,
Ӳссе ҫитнӗ ҫынсенчен
Вуннӑшӗнчен пӗрине
Парса тӑрӑр хушӑран.
Мӗн ыйтнине парсассӑн,
Хула уҫса кӳртсессӗн
Сывӑ юлнӑ ҫыннисене
Сывлӑх пама пулатпӑр».
Ҫемҫе, хӑравҫӑ чунлисем,
Хӑраса чӗри хӑпнисем
Хула уҫса кӳртмешкӗн
Канаш панӑ хушӑран.
Вӑйлӑ, паттӑр ҫамрӑксем
Тата вӑрҫма калаҫҫӗ,
Тутар мӑшкӑль пуличчен
Вилме хатӗр пулаҫҫӗ.
Нумай тӗрлӗ калаҫса
Тӑнӑ пуху шавласа,
Анчах татса каласа
Паман мӗнле хӑтласса.
Хула ватти итлесе
Ларнӑ пурне астуса.
Вара тӑрса каланӑ
Ҫапла сӑмах халӑха:
«Хула хӳми юманран —
Нӑкӑ, треклӗ йывӑҫран,
Анчах тата ватсассӑн
Йӑванса кайӗ ишӗлсе,
Тӑшман кӗрӗ вутпала,
Тӑшман кӗрӗ хӗҫпеле,
Ачи-пӑчи ваттине
Касса тухӗ вакласа.
Сывӑ юлнӑ ҫыннисем
Юлӗҫ тутар аллине,
Иртен ӗмӗр тӑрӑшпе
Асапланса пурнӗҫӗ.
Ывӑлне уйрӗҫ ашшӗнчен,
Амӑшне уйрӗҫ хӗрӗнчен,
Упӑшки курмӗ арӑмне,
Арӑм пӗлмӗ арҫынне.
Хитре чӑваш хӗрӗсене
Ӗмӗрлӗхе чурана
Илсе кайӗҫ хӳтерсе.
Ҫамрӑк чӑваш арӑмсем,
Вутран-хӗҫрен юлнисем,
Хӗрсемпеле пӗрлешсе
Кайӗҫ ӗмӗрлӗхе ӗҫлӗхе.
Вӑйлӑ, ҫамрӑк ҫынсене
Лаша вырне хурӗҫӗ,
Ҫапса-ҫурса хӗнӗҫӗ
Ҫивчӗ, виткер пушӑпа.
Тарас тӑвас тесессӗн
Шӑнӑрсене касӗҫӗ,
Чупас хӑтлас тесессӗн
Ура тӗпне шӑртлӗҫӗ
Эпир чура пуличчен,
Ӗмӗр асап куриччен
Вӑрман йышӗ пулӑпӑр,
Ирӗк хальлӗн ҫӳрӗпӗр.
Каяр, анар, тӑвансем,
Вӑрттӑн тухан шӑтӑка,
Кайса тухар вӑрмана
Ыран ҫӗрле тӗттӗмре.
Тӗрлӗ ҫӗре сапаланса
Пурнӑҫ туса пурӑнса
Хамӑр халӑх тымарне
Пӗтермӗпӗр тӗнчере.
Тӗпӗ чӗрӗ пулсассӑн,
Пурна киле — ӗмӗрте
Чӑваш тӑрӗ чӗрӗлсе».
Хула ватти сӑмахӗ
Майлӑ пулчӗ пурне те,
Ҫитес каҫра тӗттӗмре
Тухса кайма пулчӗҫӗ.
Тӗттӗм анса сарӑлчӗ
Пӗтӗм ҫӗре хупласа,
Ыйӑх, канӑҫ салатрӗ
Ҫӗршыв питне ҫывӑртса.
Яра кунӗ ҫапӑҫса
Тутар халӑх ывӑнса,
Тавра хурал тӑратса
Выртрӗ канса ҫывӑрма.
Хула тавра хӳме тӑрӑх
Хурал тӑрать, ҫывӑрмасть,
Паянхи ҫӗр ытларах
Сыхӑ тӑрать, астӑвать.
Мӗншӗн чӑваш сыхлавсем
Ытлах сыхӑ тӑраҫ-ши?
Мӗншӗн чӑваш хуралсем
Ытла витӗр пӑхаҫ-ши?
Паянхи ҫӗр чӑвашсем
Ӑсанӑшаҫ хуларан,
Пӳрте-ҫурта пӑрахса
Каяҫ тухса вӑрмана.
Кил-ҫуртсенче макӑрса
Пухнӑ мулпа уйрӑлчӗҫ,
Вӑй ҫитнине ҫурӑма
Ҫакса тухрӗҫ урама.
Виҫҫӗн-тӑваттӑн пӗрлешсе
Пырса ҫитеҫ шӑтӑка,
Шӑппӑн утса тухаҫҫӗ
Тарӑн ҫырма хӗррине.
Ҫырма тӑрӑх тухрӗҫӗ
Аслӑ ҫӑра вӑрмана —
Хура вӑрман йышӑнчӗ
Пирӗн чӑваш халӑхне.
Тутар-тӑшман ирхине
Перет, ҫӗмрет ҫӗмрелпе,
Ухӑ сӑнни вӗшлетет,
Ҫӗмрел чулӗ шӑхӑрать.
Хула енчен пени ҫук,
Чӑваш халӑх курӑнмасть.
Тутар халӑх тӗлӗнет,
Перет-перет те чарнать.
Тӑрнапалан ҫӗкленсе
Хӳме ҫине пӑхрӑҫӗ,
Чӑваш халӑх ҫуккипе
Татах ытла тӗлӗнчӗҫ.
Хула хӳме тӑррине
Пусма тӑрӑх хӑпарчӗҫ,
Хӑпарчӗҫӗ те анчӗҫӗ
Хӳме тепӗр айккине.
Хула ларать ҫутӑлса,
Чӑваш мулне палӑртса.
Тутар кӗчӗ шавласа,
Чӑваш мулне тустарса.
Алне пыран алтӑрпа
Пухрӗҫ мула тустарса,
Кирлӗ мара кӗрлетсе
Ячӗҫ вутпа ҫунтарса.
Мӑкӑрланать, ялкӑшать
Хӗнпе пухнӑ тӗрлӗ мул.
Аслӑ Пӳлер хулинчен
Юлать анчах шурӑ кӗл.

И.З. Петров сӑвӑласа ҫырнӑ.
1916 ҫ И.З.Петров ҫырнӑ «Иртни» поэмӑран илнӗ. // Ялав. 1996, 1 №, с. 30-39.
Сайт валли «Халӑх эпосӗ» кӗнекерен илнӗ


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-02-18 20:19:35 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3475 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем